Михайлов, Максим Дормидонтович
Максим Михайлов | ||||||||
Тĕп хыпар | ||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Тулли ят | Максим Дормидонтович Михайлов | |||||||
Çуралнă вăхăт | 1893 çурлан25-мĕшĕ(13) | |||||||
Çуралнă вырăн | Кольцав ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ[1] | |||||||
Вилнĕ вăхăт | 1971 çулхи пушăн 30-мĕшĕ | |||||||
Вилнĕ вырăн | Мускав, СССР | |||||||
Патшалăх | Раççей империйĕ, ССРП | |||||||
Профессисем | XX ĕмĕрти СССР, Раççей камера юрăçи, опера юрăçи, актёрĕ | |||||||
Юрăç сасси | бас-профундо | |||||||
Ушкăнсем | ПАБТ | |||||||
Парнесем |
|
Макси́м Дормидо́нтович Миха́йлов (1893 çулта çурла уйăхĕн 13-мĕшĕ (25-мӗшӗ) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Кульцав ялĕ — 1971 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускав) — вырăс совет юрăçи (бас-профундо), киноактёр. Вырăс православи чиркĕвĕн протодиаконĕ.
Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1937), ССРП халăх артисчĕ (1940). Пĕрремĕш степеньлĕ Сталин парни (1941, 1942) лауреачĕ.
Çавăн пекех ăна Ленин (1951) тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (1937) орденĕсемпе, медальсемпе чысланă.
1991 çултанпа юрăç ятне ăсра хăвармашкăн унăн ячĕпе фестиваль пуçарса янă. Çак фестивале нумай çĕр-шывсенчен юрăçсем пухăнаççĕ. Михайлов Максим Игоревич, унăн мăнукĕ, аслашшĕ çулĕпе кайнă. Халĕ вăл — Мăн театрăн солисчĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1893 çулта çурла уйăхĕн 13 (25) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Кульцав ялĕнче çуралнă.
Хăй аса илнĕ тăрăх Максим Михайлов малтан икĕ çул хăйĕн ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Кайран вара икĕ çухрăмра вырнаçнă Кушлавăш ялĕнчи земски шкулне çӳреме пуçланă. Çав шкулта вăл хорта аслисемпе пĕрле юрланă.
Константин Николаевич Поливанов]] вĕрентӳçĕ шкулта Максима итленĕ хыççăн ăна хăйĕнпе пĕрле Бетьки ялне илсе каять. Константин Поливанов каланă сăмахсене
«Санăн, Максимка, питĕ сайра тĕл пулакан пултарулăх. Малалла вĕрен, хăвăн басна малалла аталантар та вара паллă юрăçă пулăн. Ӗнен мана, тусăм»
тенине Максим яланах аса илнĕ.
Вунçичĕ çул тултарсассăн Максим Хусана çитет. Ӗçе шыраса нумай çӳреме тивнĕ, анчах пристаньре япала йăтакан ĕçне анчах тупнă. Кăшт каярах ăна Сăпас мăнастăрь хорне йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах вăл ирĕклĕ пастор урокĕсене итлеме çӳренĕ.
Пĕрремĕш вокал урокĕсене Максим Хусанти кĕвĕ училищири Ф. А. Ошустович професортан илнĕ. Çак професорпа паллашсан тепĕртакран Хусанти пĕр хаçатра «Многообещающий бас Михайлов» (1913) статья пичетленсе тухать. Ку Максимăн халăх хушшинче юрлани çинчен пĕрремĕш рецензи пулнă. Статьяна çыраканне Максим басĕ питĕ тĕлентернĕ. Максим ун чухне икĕ ари юрланă. Пĕри «Садко» оперăри Гендельпе Варяг хăнин ораторийĕ, тепри — «Соловьем залетным» юрри пулнă.
Пастор курсĕсене пĕтернĕ хыççăн Максим Михайлов малтан дьякон, кайран вара продьякон пулса Ӗпхӳре, Омскра тата Хусанта (Воскреснăй чиркĕвĕ) ĕçленĕ. 1924 çултанпа вара Мускаври Василий Кессарийский храмĕнче продьякон пулса ĕçленĕ.
1929 çулта Макси чиркӳ хĕсметне хăварса радио юрăçне куçнă. Виçĕ çул иртсен унăн ĕмĕчĕ пурнăçланать — вăл Пысăк театăра лекет.
1932-1958 çулсем хушшинче Пысăк Театрĕнче Максим Михайлов сасси янранă. 1933 çулхи кăрлачăн 7 Максим Михайлов пĕрремĕш хут «Садко» оперинчи Варяг хăнин юррине юрланă. Нумайăшĕ палăртнипе юррине вăл лайăх юрланă, пурне те килĕшнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче Максим Михайлов ытти юрăçăсем пекех фронта çитсе юрланă, аманнисен чун кăмăлне хăпартнă.
Максим Михайлов нумай çĕре хăйĕн концерчĕсемпе кайса килнĕ. Шупашкарта та, хăй çуралнă ялĕнче те нумай пулнă, хайĕн юррипе савăнтарнă.
1971 çулта пуш уйăхĕн 30 Мускавра вилнĕ.
Юрланă паллă партисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Иван Сусанин («Иван Сусанин» Глинкăн)
- Светозар («Руслан и Людмила» Глинкăн)
- Мельник («Русалка» Даргомыжскин)
- Пимен («Борис Годунов» Мусоргскин)
- Кончак («Князь Игорь» Бородинăн)
- Дед Мороз («Снегурочка» Римский-Корсаковăн)
- Варяжский гость («Садко» Римского-Корсакова)
- Собакин («Царская невеста» Римский-Корсаковăн)
- Гремин («Евгений Онегин» Чайковскин)
- Чуб («Черевички» Чайковскин)
- Генерал Листницкий («Тихий Дон» Дзержинскин)
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденӗ(1951)
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденӗ (1937)
- Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1937)
- ССРП халăх артисчĕ (1940)
- Пĕрремĕш степеньлĕ Сталин премийӗ (1941, 1942).
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Максим Дормидонтович Михайлов: тиек тата паллă бас
- Максим Дормидонтович ялĕнчи культура çуртне юсанă
- Ҫулталӑк кӗнеки=Книга года 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Культурное наследие Чувашии
- Максим Михайлов
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокМР
не указан текст
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Етĕрне уесĕнче çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланисем
- ССРП халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Сталин парни лауреачĕсем
- Чăваш Енĕн пайăр çыннисем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Çурлан 13-мĕшĕнче çуралнисем
- 1893 çулта çуралнисем
- Пушăн 30-мĕшĕнче вилнисем
- 1971 çулта вилнисем
- ССРП юрăçисем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Пайăр çынсем:Большой театр
- Вырăс православи чиркĕвĕн тиекĕсем
- Бас юрăçсем
- Ӑнлантарусенче йӑнӑш пур страницӑсем