Контент патне куҫ

Требине

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
19:31, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 вӑхӑтри верси PCode (Сӳтсе яв | хушни) (Каҫӑсем)
(танл.) ← Унчченхи верси | Хальхи верси (танл.) | Тепӗр верси → (танл.)
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Требине статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.

Тре́бине (босн. Trebinje, серб. Требиње, хорв. Trebinje) — Серби Республикин чи кӑнтӑр пайӗнче, Боснипе Герцеговинӑра вырнаҫнӑ хула, хӑй ятлӑ общинӑн центрӗ.

Хула кӑнтӑр-тухӑҫ Герцеговинӑри Требишница юханшывӗ хӗрринче, Адриатика тинӗсӗ хӗрринчи Дубровникрен (Хорвати) 24 ҫухрӑмра тӑрать.

Хула историйӗ антика вӑхӑтӗнчен пырать. «Требине» ят антика вӑхӑтӗнчи «Травуни» ятран пулнӑ — ҫак ятпа ӗлӗк-авал Адриатика тинӗсӗ хӗрринчи Котортан пуҫласа Дубровник таран сарӑлса выртакан тавралӑха (паянхи кунхи хулапа унӑн таврашӗнчи тусем те унта кӗнӗ) каланӑ пулнӑ. Ячӗ славян чӗлхинчи тербыни сӑмахран пулса кайнӑ — вӑл «тасатнӑ ҫӗр, йывӑҫ кӑкланӑ вырӑн» тенине пӗлтерет.

Требине хулине виҫӗ тӗн хули теме пулать — кунта православи чиркӗвӗсем сахал мар (хула пахчинчи Турӑ Таса Сӑнӗн Собор чиркӗвне палӑртмалла), Црквин сӑртӗнче вырнаҫнӑ Херцеговачка Грачаница мӑнастирӗ пур. Ҫавӑн пекех хула варринчех католиксен Турамӑш ҫуралнин соборӗ (XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ) тата Кивӗ хулара 1992–1995 ҫҫ. вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче аркатнӑ, 2005 ҫул тӗлне кӑна мӑсӑльман-бошняксене ҫӗнетсе тавӑрса панӑ Осман-паша мичечӗ (XVIII ӗмӗр) пур.

Ҫутҫанталӑк

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Требине Балканри чи хӗвеллӗ хуласенчен пӗри. Кунта Вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ вӑйлӑ палӑрать.

Требинери сывлӑш температури:

Кӑтарту Кӑр. Нар. Пуш Ака Ҫу Ҫӗрт. Утӑ Ҫурла Авӑн Юпа Чӳк Раш. Ҫулт.
Чи пысӑк кӑтарту, °C 22,5 23,0 26,5 32,5 36,0 40,5 42,5 42,0 40,5 35,0 26,0 23,0 45,5
Вӑтам температура, °C 8,3 8,5 11,4 14,9 18,7 22,5 26,5 26,5 22,0 17,3 13,5 9,5 16,6
Чи пӗчӗк кӑтарту, °C −8 −7,5 −2,5 2,5 9,5 10,5 14,5 14,5 10,0 4,5 −1,5 −6 −8

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула халӑхӗн шучӗ 2013 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 25 589 ҫын шутланать, общинӑра 31 433 ҫын пурӑннӑ.

1991 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх хулара 21 870 ҫын пурӑннӑ, ҫав шутра 68,19% — сербсем, 19,33% — босни мӑсӑльманӗсем, 6,72% — югославсем, 1,58% — хорватсем.

Требинере Серб Республикинче вырӑссем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ.

Требинере Боснипе Герцоговина Премьер-лигинче вылякан «Леотар» футбол клубӗ вырнаҫнӑ.

Архитектура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулари паллӑ вырӑнсен шутне ҫуллахи кафе йӗри-тавра вырнаҫнӑ Югославире чи пысӑк йывӑҫа, 16 вулӑран тӑракан кивӗ платана тата Йован Дучич серб сӑвӑҫин, Требинере ҫуралса ӳснӗ дипломачӗн палӑкне кӗртме пулать.

Хуларан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле Пуп уйӗ ятлӑ ту хушшинчи айлӑм пур — вӑл ял хуҫалӑх тӑрӑхӗ тата кӑнтӑр славянсемшӗн истори тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Кунта Тврдош мӑнастирӗ (XV ӗмӗр) вырнаҫнӑ, Хумхыҫпа Герцеговина тата Тинӗсҫум епархисен центрӗ шутланать, кунта ҫавӑн пекех Мрконичи ял пур, унта Сӑваплӑ Василий Острожский ҫуралнӑ.

Асӑрхаттарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]