Мадейра
Мадейра | |
---|---|
Ялав[d] | Герб[d] |
Никӗсленӗ/йӗркеленӗ дата | 1976 |
Этнохороним | madeirense |
Гимнӗ | Hino da Região Autónoma da Madeira[d] |
Девиз тексчӗ | Das Ilhas as Mais Belas e Livres |
Тӗнче пайӗ | Африка |
Патшалӑх | |
Администраци вырӑнӗ | Фуншал[d] |
Административлӑ-территориллӗ пай | Португали |
Вӑхӑт тӑрӑхӗ | западноевропейское время[d] |
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ | Атлантика океанĕ |
Ҫутҫанталӑк объекчӗ шутӗнче | Мадейра[d] |
Геоданнӑйсем | Data:Madeira.map |
Чи ҫӳллӗ вырӑн | Пику-Руйву[d] |
Правительство пуҫлӑхӗн должноҫӗ | President of the Regional Government of Madeira[d] |
Правительство пуҫлӑхӗ | Мигель Альбукерке[d] |
Саккун йышӑнакан орган | Legislative Assembly of Madeira[d] |
Официаллӑ уявӗ | Мадейра кунӗ[d] |
Халӑх йышӗ |
|
Административлӑ пайланӑвӗ | Санта-Круш[d], Порту-Мониш[d], Порту-Санту[d], Сан-Висенти[d], Сантана[d], Понта-ду-Сол[d], Кальета[d], Рибейра-Брава[d], Машику[d], Камара-ди-Лобуш[d] и Фуншал[d] |
Тытса тӑрать | Machico Municipal Stadium[d] и Centro Desportivo da Madeira[d] |
Улӑштарнӑ | Adjacent Islands of Madeira and Porto Santo[d] |
Калаҫу чӗлхи | Portuguese Sign Language[d] и Португал чĕлхи |
Лаптӑк |
|
Официаллӑ сайт | madeira.gov.pt(порт.) |
Халӑх йышӗн теми | demographics of Madeira[d] |
Вырӑнти телефон кочӗ | 351 291 |
Автомобиль номерӗн кочӗ | P |
Maritime identification digits | 255 |
Ку тӑрӑхра ӳкернӗ фильмсен категорийӗ | Category:Films shot in Madeira[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Мадейра (порт. Madeira — йывӑҫ) — Португалин автономлӑ регионӗ, Атлантика океанӗн ҫурҫӗр пайӗнче пӗрешкел ятлӑ архипелагра, Португалирен 1000 км кӑнтӑр-анӑҫалла тата Африка ҫыранӗнчен 500 км анӑҫалла вырнаҫнӑ. Мадейра Европа пӗрлӗхӗн уйрӑм аякри территори шутне кӗрет. Архипелаг ҫынсем пурӑнакан икӗ утравран, чи пысӑкки Мадейра ятлӑ, пӗчӗкреххи — Порту-Санту. Ҫавӑн пекех арихипелагра ҫынсем пурӑнман Ильяш-Дезерташӑн тата таврари ытти пӗчӗк утравсемпе чуллӑ сӑртсем шутланаҫҫӗ. Автономлӑ регион шутне 300 ҫухрӑм кӑнтӑрарах выртакан Канар утравӗсем ҫывӑхнерех вырнаҫнӑ Селваженш утравӗсем те кӗреҫҫӗ.
Регионӑн тӗп хули тата чи пысӑк хули тӗп утравӑн кӑнтӑр ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Фуншал шутланать.
Мадейрӑна Португали морякӗ Жуан Гонсалвиш Зарку 1418–1420 ҫулсем тӗлнелле уҫнӑ. Генрих Тинӗсҫӳревҫи пуҫарса янипе утрава уҫни Аслӑ географи открытийӗсем вӑхӑтӗнчи чи малтан тупнӑ ҫӗрсенчен пӗри шутланать. 1807–1814 ҫулсенче, Наполеон вӑрҫи вӑхӑтӗнче, утрава Аслӑ Британи оккупациленӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Португалине тавӑрса панӑ. Утрав мадера паллӑ эрехпе, вырӑнти хитре чечексемпе, фейерверкпа Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттернипе тата ҫемҫе ҫанталӑкпа (кунти сывлӑш температури 16°-ран 25°C таран ҫеҫ улшӑнса тӑрать) уйрӑлса тӑрать, ҫавна май кунта ҫӑвӗ-хӗлӗпех халӑх канма килет.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Архипелага Авалхи Рим вӑхӑтӗнчех пӗлнӗ, римлянсем ӑна «Пурпурлӑ утравсем» (лат. Purpurariae insulae) тесе ят панӑ, ахӑртнех, римлянсем кунта шуйсенчен валли улиткӑсенчен пурпур туса илнӗ. Архипелагӑн итальянсем тунӑ 1351 ҫулхи картти пур, ун ҫинче чи пысӑк утрава «Вӑрман утравӗ» (итал. Isola de Legname) ятпа палӑртнӑ. Португалсем архипелага 1420 ҫулта ярса илнӗ те ҫак утрава итальян чӗлхинчен калькӑласа «Мадейра» (порт. madeira — «вӑрман») ят панӑ. Ҫак ятпа малашне Португалин чи пысӑк утравне те, пӗтӗм архипелага та, тата унта вырнаҫнӑ автономлӑ региона калама пуҫланӑ.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фуншал, автономи регионӗн тӗп хули пулнӑ май Мадейра архипелагӑн тӗп утравӗн кӑнтӑр ҫыранӗнче тӗп вырӑн йышӑнать. Утрав ҫинче ҫавӑн пекех ытти хуласем те пур: Вила-Балейра (Порту-Санту утрав ҫинче), Камара-де-Лобуш, Машику, Санта-Круш, Сантана тата Канису (Мадейра утрав ҫинче).
Мадейра утравӗ Африка ҫыранӗнчен 520 ҫухрӑмра, Европӑран 1000 ҫухрӑмра, е Лиссабонран самолетпа вӗҫсе тухсан сехет ҫурӑра ҫитме пулать.
Мадейра утравӗ — 741 ҫм² лаптӑк йышӑнакан архипелагӑн чи пысӑк утравӗ, унӑн тӑршшӗ 57 ҫм, сарлакӑшӗ чи анлӑ вырӑнта — 22 ҫм, унӑн ҫыранӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 150 ҫм. Утрав кӳлепипе хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле тӑсӑк, унӑн тӑршшипе сӑртсемпе тусен речӗ вырнаҫнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ 1220 метр таран ҫитет. Тусен ретӗнчен ҫыран еннелле тарӑн ту хушӑкӗсем тӑсӑлаҫҫӗ. Утравӗн чи паллӑ утёсӗ Кабу-Жиран ятлӑ, вӑл Европӑра чи ҫӳллисенчен пӗри шутланать. Утравӑн чи ҫӳллӗ вырӑнӗ — Пику-Руйву, тинӗс шайӗнчен вӑл 1862 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ.
Утравӑн кӑнтӑр пайӗнче Монтеверде — ҫын алли тӗкӗнмен субтропик вӑрмансем — юлманпа пӗрех, ӗлӗк вӗсен унӑн пӗтӗм лаптӑкне йышӑнса тӑнӑ (утрава ҫитнӗ португалсем вӗсене ял хуҫалӑхӗнче усӑ курма ҫунтарса кӗллентернӗ). Ҫак сӑлтава пула утрава ҫакӑн пек ят панӑ та (португал чӗлхинчен куҫарсан вӑл вӑрмана пӗлтерет). Апла пулин те, ҫурҫӗр енчи хӑшпӗр айлӑмсенче ӗлӗкхи, ҫн алли тӗкӗнмен вӑрмансем упранса юлма пултарнӑ, ЮНЕСКО вӗсене Пӗтӗм тӗнче эткерлӗхӗ йышне кӗртнӗ.
Ҫанталӑк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейра ҫанталӑкне Гольфстримпа Канар юхӑмӗ, тата утрав пысӑк ҫӗрсенчен инҫе вырнаҫни йӗркелет. Мадейрӑра субтропик Вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ (Кёппенӑн климат классификацийӗпе: Csb), вӑл тӗнчери чи ҫемҫе ҫанталӑксенчен пӗри — хӗллехипе ҫуллахи кӑнтӑр вӑхӑтӗнчи температура пӗр-пӗринчен 7°C ытла уйрӑлса тӑмасть. Ҫулталӑкри чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ (13-20°С), чи ӑшши — авӑн уйӑхӗ (18-26°С). Ҫумӑр ҫунин тапхӑрӗсем пӗрешкел мар: Мадейрӑра пурӗ 700 мм яхӑн ҫумӑр ҫӑвать, вӗсенчен ҫурри ытла чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗчченхи тапхӑра пырса тивет; ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗччен ҫумӑрсем сайра иртеҫҫӗ.
Утравс сӑртлӑ-туллӑ ландшафчӗ тӗрлӗ микроклимат йӗркелет: Мадейрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗ — архипелагӑн чи нӳрӗк те хӗвелсӗр вырӑнӗ; Фуншал таврашӗнче вӑтамран кӑштах типӗрех, Порту-Санту утравӗ ҫинче климатӑн ҫурма пушхир тӗсне (BSh) палӑртаҫҫӗ.
Климат ҫӑвӗ утравсем ҫинче ҫулталӑкӗпех тӑсӑлать.
Кӑтарту | Кӑр. | Нар. | Пуш | Ака | Ҫу | Ҫӗрт. | Утӑ | Ҫур. | Авӑн | Юпа | Чӳк | Раш. | Ҫул |
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Вӑтам максимум, °C | 19,1 | 19,1 | 19,5 | 19,6 | 20,9 | 22,3 | 24,3 | 25,6 | 25,7 | 24,2 | 22,0 | 20,0 | 21,8 |
Вӑтам температура, °C | 16,1 | 16,0 | 16,3 | 16,5 | 17,8 | 19,4 | 21,2 | 22,3 | 22,3 | 20,9 | 18,8 | 17,0 | 18,6 |
Вӑтам минимум, °C | 13,1 | 12,8 | 13,0 | 13,4 | 14,6 | 16,5 | 18,0 | 18,9 | 18,9 | 17,6 | 15,6 | 13,9 | 15,5 |
Ҫумӑр норми, мм | 103 | 87 | 64 | 39 | 19 | 12 | 25 | 31 | 37 | 75 | 101 | 100 | 692 |
Ҫӑлкуҫ: Пӗтӗм тӗнчери метеорологи организацийӗ (ПНО).[2] |
Архипелаг утравӗсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мадейра
- Агоштинью (тухӑҫ енче)
- Сан-Лоренсу (тухӑҫ енче)
- Моли (ҫурҫӗр-анӑҫ енчен)
- Порту-Санту
- Байшу-у-да-Кал (кӑнтӑр енче)
- Ферру (кӑнтӑр-анӑҫ енче)
- Сенураш (ҫурҫӗр енче)
- Фора (Сенурашран ҫурҫӗрте)
- Сима (тухӑҫ енчен)
- Ильяш-Дезерташ
- Илья-Дезерта-Гранди
- Бужиу
- Шан
- Селваженш (ҫурҫӗр-тухӑҫ енчи ушкӑн)
- Селважем-Гранди
- Пальейру-да-Терра
- Пальейру-ду-Мар
- Селваженш (кӑнтӑр-тухӑҫ енчи ушкӑн)
- Селважем-Пекена
- Гранди
- Сул
- Пекену
- Фора
- Алту
- Комприду
- Редонду
- Норти
Геологи тӗлӗшпе йӗркеленни тата вулканизм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейра утравӗ — Африка плитти ҫинче вырнаҫнӑ Торе шывайри ту речӗн Атлантика океанӗн тӗпӗнче 6 км яхӑн ҫӳлелле хӑпаракан пысӑк щит евӗрлӗ вулканӑн тӳпи. Вулкан океан хуппинче рифт ҫинче йӗркеленнӗ. Вулкан 5 миллион ҫул каялла Миоцен тапхӑрӗнче йӗркеленме пуҫланнӑ та Плейстоцен тапхӑрӗнче 700 000 ҫул каялла вӗҫленсе ҫитнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑйлӑ эрози пуҫланнӑ, ҫапла май утравӑн варринчи пайӗнче икӗ пысӑк ҫаврашка йӗркеленӗ.
Каярахпа вулкан ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫапла май кивӗ сийсем ҫийӗн ҫӗнӗ ту тӑррисемпе лава хытнӑ сийсем йӗркеленнӗ. Чи юлашкинчен утрав ҫинче вулкан утравӑн анӑҫ-варринелле вут-хӗм кӑларнӑ, ку 6500 ҫул каялла пулса иртнӗ.
Ҫутҫанталӑк
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейра ҫинче эндемик кайӑксен виҫӗ тӗсӗ пурӑнать: мадейра тӑвӑл хыпарҫи, мадейра кӑвакарчӑнӗ тата мадейра королёкӗ.
Утрав ҫинче ҫавӑн пекех ытти тинӗс кайӑкӗсем ӗрчеҫҫӗ, вӗсен шутне мадейра качуркине тата ула атлантика тӑвал кайӑкӗ кӗреҫҫӗ.
Макаронези ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗлӗхӗ валл пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Архипелагри вӑрмансем Виҫҫӗмӗш тапхӑрти вӑрмансене майлӑ, унашкаллисем миллионшар ҫул каялла Кӑнтӑр Европӑпа Ҫурҫӗр Африкӑра ӳснӗ.
Биологи тӗлӗшӗнчен Мадейра тӗрлӗ енлӗ пулни фитогеографи енчен Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе, Африкӑпа, Америкӑпа тата Австралипе ҫыхӑннӑ. Ӳсентӑрансен географийӗпе уйрӑмах юлашки вӑхӑтра тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ эпифитсен ҫӗнӗ тӗсӗсене уҫнипе кӑсӑкланса кайнӑ.
Мадейра ҫинче эндемиксен тӗсӗсем питӗ нумай, ытларах ҫурӑм шӑммисӗр, ҫав шутра питӗ сайра тӗл пулакан мадейра купӑста лӗпӗшӗсем те, Европӑн чи пысӑк эрешменӗ те (унӑн урисен тӑршшӗ 12 см ҫитет) пур. Ҫурӑм шӑммиллӗ эндемиксене те тупма пулать, сӑмахран, ҫӳлерех асӑннӑ калтасемпе кайӑксен хӑш-пӗр тӗсӗсем. Ҫак утравсем ҫинчех тип ҫӗр ҫинчи моллюсксен (шуйсемпе лӑймакасен) 250 ытла тӗсӗ пурӑнать, хӑшӗ-пӗрисен хуранӗсем питӗ тӗлӗнмелле эрешлӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ эндемиксем шутланаҫҫӗ, тата ҫухалас патне ҫитнӗскерсем (сӑмахран, Boettgeria obesiuscula шуй тӗсӗ).
Историйӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Португалсем киличченхи тапхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Плиний хӑйӗн ӗҫӗнче Пурпур Утравӗсене асӑнать, унӑн вырнаҫӑвӗ Телейлӗ утравсемпе, е Канар утравӗсемпе пӗр килет, ҫапла май Мадейра утравӗсене асӑннӑ теме май пур. Плутарх, Квинт Серторий полководец ҫинчен каласа панӑ май ҫапла ҫырать: вӑл Кадиса таврӑннӑ хыҫҫӑн Атлантика утравӗсенчен нумаях пулмасть килнӗ моряка тӗл пулнӑ иккен, утравӗсем иккӗ, вӗсем пӗр-пӗринчен пысӑках мар проливпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ, Африка ҫыранӗнчен 10 000 стадийре вырнаҫнӑ. Ҫав утравсем, имӗш, Телейлисен утравӗ ятлӑ. Африкӑна ҫитмелли хушӑна (2000 км/1250 миля) пӑхсан тата икӗ утрав пӗр-пӗринпе ҫывӑх пулнине кура ҫапла май вӑл Мадейрӑпа Порту-Сантӑна асӑннӑ теме май пур.
Романтикӑллӑ халап пур, унта III Эдуард патшара ларнӑ вӑхӑтра Роберт Машимепе Анна д’Арфет 1346 ҫулта Англирен Францие тарнӑ чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула ҫултан аташса кайнӑ. Вӗсен карапӗ утрав патӗнче, тен, Мадейра ҫыранӗсем патӗнче, арканнӑ; каярахпа каччӑ ячӗпе икӗ юратакан ҫынна асӑнса пӗр вырӑна Машику ятне памашкӑн усӑ курнӑ. 1351 ҫулта портулан пӗлтерни тӑрӑх (Флоренцире (Итали) упранать), Мадейрӑна португал карапӗсем кунта ҫитиччен чылай малтан уҫнӑ. Мадейрӑна португалсен ялне никӗсличчен уҫнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен карттӑсенче ӑна 1339 ҫулсем тӗлнелле кӑна кӑтартма пуҫланӑ[3].
Португалсем утрава уҫни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1419 ҫулта Генрих Тинӗсҫӳревҫи инфанчӗн икӗ капитанӗ — Жуан Гонсалвеш Зарку тата Тристан Ваш Тейшейра — вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула Порту-Санту утравӗ патне пырса кӗнӗ. Утрава вӗсем, карапсене арканассинчен ҫӑлнӑшӑн тав туса ҫапла ят (Сӑваплӑ Порт тесе) панӑ. Тепӗр ҫулхине утрав ҫинче пурӑнмалли вырӑн никӗслемешкӗн экспедици хатӗрлесе янӑ, ҫапла май икӗ капитан, тата тепӗр Барталомеу Перештрелло капитанпа пӗрле, утрава Португали корони шутне кӗртнӗ.
Утравсем ҫинче 1420–1425 ҫулсенче пурӑнма пуҫланӑ. 1433 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче Ilha da Madeira (Мадейра утравӗ е «вӑрман утравӗ») пӗрремӗш хут картта ҫине ӳкерӗннӗ.
Виҫӗ капитан хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче утрав ҫинче хӑйсен ҫемйисене, кӗҫӗн дворянсен пысӑках мар ушкӑнне, пуянах мар ҫынсене тата темиҫе ватӑ ирӗкрен хӑтарнӑ ҫынна хӑварнӑ. Ял хуҫалӑхне мӗнле те пулин аталантарас тесен вӗсен Монтеверде ҫӑра вӑрмана касса каналсем (левадӑсем, утравӑн хӑш-пӗр пайӗсенче шыв ытлашши пулнӑ пулсан, тепӗр вырӑнта — ҫитмен) алтса тухмалла пулнӑ. Малтан пурӑнма юлнӑ ҫынсен апатӗнче пулӑ таврашӗ ҫуррине яхӑн йышӑннӑ, унпа пӗрле пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла та ҫинӗ. Тулӑ ӳстерме пуҫланӑ хыҫҫӑн утравра ял хуҫалӑхӗ аталанма тытӑннӑ теме пулать. Чи малтанах колонистсем ӑна хӑйсене усӑ курма ҫеҫ ӳстернӗ, анчах та каярах Португалие экспортлама тытӑннӑ.
Порту-Сантӑпа Мадейрӑна уҫнине чи малтан Гомиш Ианиш ди Зурара Chronica da Descoberta e Conquista da Guiné0-ре ҫырса пӗлтернӗ.
Португалине пӑхӑнакан Мадейра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн тырӑ туса илесси чакма пуҫланӑ. Йывӑрлӑхран тухас тесе Генрих Тинӗсҫӳревҫи «пылак тӑвар» тума усӑ куракан сахӑр тросникне ӳстерме хушнӑ, сахӑр Европӑра сайра тӗл пулнӑран ӑна техӗмлӗх пек усӑ курнӑ.
1455 ҫулта Сицилирен тата ытларах енӗпе Генуйӑран пулӑшакансем ҫитнӗ хыҫҫӑн Мадейра ҫинчи сахӑр плантацийӗсен шучӗ вӗсен пулӑшӑвӗпе ӳсме пуҫланӑ, ку XVII ӗмӗрчченех тӑсӑлнӑ. Венеци монополийӗнчен хӑтӑлас шухӑшлӑ генуэзпа фламанд сутуҫисене Мадейра ҫывӑхра пулни илӗртнӗ. «1480 ҫул тӗлне Антверпента 70 яхӑн карап пулнӑ, вӗсемпе Мадейрӑра сахӑрпа суту-илӳ тума усӑ курнӑ, Антверпенра сахӑр хатӗрлесе кӑларнӑ. 1490-мӗш ҫул тӗлне сахӑр тӑвас енӗпе Мадейра Кипртан иртнӗ».
Сахӑр тростникне ӳстересси утравӑн экономикине аталантаракан тӗп факторӗ пулса тӑнӑ, ҫавна май ӗҫлекен ҫынсем ҫитми пулнӑ. Тросника туса илме тапхӑр-тапхӑррӑн утрав ҫине чурасене илсе пынӑ, ҫапла май XVI ӗмӗр тӗлне кунта кӳрсе килнӗ чурасен тӳпи утраври халӑх йышӗн 10% таран ҫитнӗ[4].
1617 ҫулта алжир бербер пирачӗсем Мадейра ҫинче 1200 ҫынна тыткӑна илнӗ[5]. XVIII ӗмӗрте, сахӑр туса кӑларасси Бразилире, Сан-Томпа Принсипире тата ытти ҫӗрсенче самай ӳснӗ хыҫҫӑн утрав туса кӑларакан чи пӗлтерӗшлӗ тавар эрех пулса тӑнӑ.
1807 ҫулта, Наполеон Испанипе Португали ҫине тапӑнса кӗнӗ чухне, утрава Британи оккупациленӗ, 1814-мӗш ҫулта ӑна Португалие тавӑрса панӑ.
1826 ҫулта VI Жуан вилсен унӑн ывӑлӗ I Мигель влаҫа II Марийӑран туртса илнӗ те хӑйне «абсолютлӑ патша» тесе пӗлтернӗ. Мадейра ун чухне патша майри майлӑ пулнӑ. Мигель вӗсене пӑхӑнтарма экспедици ҫарӗсене янӑ та, утраври хирӗҫ тӑракансене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Жозе Травассос Вальдез кӗпӗрнаттӑрӑн вара Патша флочӗн хӳттипе усӑ курса Англие тарма тивнӗ.
XIX ӗмӗртен пуҫласа утрав курорт пек чапа тухма пуҫлать. Ун чухне Европӑра икӗ тинӗс курортне кӑна пӗлнӗ — Францири Ривьерӑна тата Мадейрӑна. Кунта король ҫурчӗнче пурӑнакансем, паллӑ ҫыравҫӑсемпе политика ӗҫченӗсем каннӑ.
1921 ҫулта Венгрире влаҫа алла илесси иккӗмӗш хут ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Мадейрӑна Австро-Венгри юлашки императорне I Карла депортациленӗ. Ҫулталӑкран вӑл кунта вилнӗ, ӑна Монтера пытарнӑ.
1976 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче, 1974 ҫулхи демократиллӗ революци иртнӗ хыҫҫӑн, Португали Мадейрӑна политика тӗлӗшпе автономипе тивӗҫтернӗ, ҫакна халалласа вӑл кун Мадейра кунне уявлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра утравӑн хӑйӗн правительстви тата саккун кӑларакан пуху пур.
Административлӑ пайланӑвӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейра автономлӑ регион мӗнпурӗ 11 муниципалитетран тӑрать:
- Санта-Круш
- Кальета
- Камара-де-Лобуш
- Фуншал
- Сантана
- Сан-Висенти
- Машику
- Понта-ду-Сол
- Порту-Мониш
- Рибейра-Брава
- Порту-Санту
Халӑх йышӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Португалсем 1419 ҫулта Мадейра утравне уҫнӑ чухне унта никам та пурӑнман. Утрав ҫине пурӑнма португалсем, тӗпрен илсен, Минью регионӗнчи фермерсем килнӗ, ҫапла вара, вӗсене «мадейрӑсем» (порт. Madeirenses) теҫҫӗ пулин те этнос тӗлӗшӗнчен вӗсем португалсем шутланаҫҫӗ. Апла пулин те вӗсен хӑйсене уйрӑм палӑртасси аталаннӑ, хӑйсен уйрӑм культури йӗркеленнӗ.
Регионти пӗтӗм халӑх йышӗ — 267 785 ҫын (2011), вӗсенчен ытларахӑшӗ Мадейра тӗп утрав ҫинче пурӑнать, халӑх йышлӑхӗн виҫи унта 1 тӑваткал ҫухрӑм ҫине 337 ҫынпа танлашать. Ҫав вӑхӑтрах Порту-Санту ҫинче пурӗ 4500 яхӑн ҫын кӑна пурӑнать, халӑх йышлӑхӗ кунта пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине 112 ҫынпа танлашать.
Пысӑк ял-хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейра автономлӑ регионӑн ял-хулисем | |||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
№ | Ячӗ | Чӑн ячӗ |
Халӑх йышӗ ҫын (1991) |
Халӑх йышӗ ҫын (2001) |
Патшалӑхри вырӑн |
Адм. центрӗнчен вырнаҫни |
Аэропорт, чукун ҫул |
Анлӑх | Вӑрӑмлӑх |
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейра бизнесӗн пӗтӗм тӗнчери центрӗ текен ятарлӑ экономика зонине йӗркелени компанисене ирӗклӗ индустри зонине, офшорлӑ финанс центрне, Пӗтӗм тӗнчери карап регистрне тата Пӗтӗм тӗнчери пулӑшу центрне пула финанспа налук ҫӑмӑллӑхӗсене илме май парать.
Пулӑшу сфери, ял хуҫалӑх секторӗпе (унӑн тӳпи чакса пырать) танлаштарсан, вырӑнти ВВП-на чи пысӑк ӳсӗм парать.
Юлашки темиҫе ҫул хушшинче регион экономики ура ҫине тӑнӑ, шалти суту-илӳре те, тулашри суту-илӳре те хӑйӗн конкурентлӑхне ӳстернӗ. Чи вӑйлӑ аталаннӑ индустри секторӗсем — апат-ҫимӗҫ тата ӗҫмеллисем (уйрӑмах мадера) туса кӑларни, тата ҫурт тӑвӑм.
Туризм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Туризм вырӑнти апат-ҫимӗҫе вырнаҫтарма май йӗркелесе суту-илӳ, транспорт тата ытти сфера валли хушма тупӑш илме майсем туса панӑран регион экономикин чи пӗлтерӗшлӗ секторӗсенчен пӗри шутланать. Ҫакна регионти ВВП-н пӗтӗмӗшле тӳпен 9% отельсемпе ресторансем тивӗҫтерни те кӑтартса парать. Порту-Санту та туризм тӗлӗшпе, уйрӑмах унӑн 9 ҫухрӑмлӑ пляжне тата унӑн климачӗ канма пит аван пулине шута илес пулсан, питӗ илӗртӳллӗ шутланать.
Туристсем ытларах Европа Пӗрлӗхӗнчен килеҫҫӗ, ытларах Германирен, Британирен, Скандинави ҫӗршывӗсенчен тата Португалирен. Отельсене йышӑнассин ҫулталӑкри вӑтам кӑтартӑвӗ 2008 ҫулта 60,3% танлашнӑ, чи пыҫӑк кӑтартӑва пуш уйӑхӗпе ака уйӑхӗ кӑтартнӑ пулнӑ, ун чухне ҫак кӑтарту 70% таран ҫитнӗ.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Архипелагра икӗ аэропорт, Фуншалти Мадейра аэропорчӗ тата Порту-Санту утравӗ ҫинче вырнаҫни. Тӗп рейссем Лиссабонпа Портуран вӗҫсе килеҫҫӗ, ҫавӑн пекех Европа пӗрлӗхӗн ытти хулисенчен те тӳрреммӗн рейссем пур. Ҫавӑн пекех тӳрӗ рейссемпе архипелаг Бразилири, Венесуэлӑри тата ЮАР-ти хуласемпе ҫыхӑннӑ. 2012 ҫултан Мадейрӑран тӳрӗ линипе Раҫҫее те ҫитме пулать.
Транспорт тӗлӗшӗпе икӗ тӗп утрав пӗр-пӗринпе самолетпа е паромпа ҫыхӑнаҫҫӗ. Португалин экономики вӑйлӑ аталаннӑ чухне хывнӑ Via Rápidas пысӑк трассине пула утравсен кашни кӗтесне ҫитме паян самай ансат. Хальхи ҫулсем утравӑн пур паллӑ вырӑнӗсем патне те ҫитереҫҫӗ. Ту ҫинчи кивӗ серпантинсем те утрава пӑхса ҫаврӑнма питӗ меллӗ.
Фуншал порчӗ Европӑран Кариб утравӗсем патне каякан круиз маршручӗсен тӗп чарӑнӑвӗ шутланать.
Фуншалӑн транспорт тытӑмӗ самай аталаннӑ. Автобус компанийӗсем, ҫав шутра 100 ҫул ытла ӗҫлекен Horarios do Funchal та, пур паллӑ вырӑнсем патне те ялан ӗҫлекен маршрутсене йӗркелесе тӑраҫҫӗ.
Эмиграци
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейрӑран эмиграцилесси яланах вӑйлӑ пулнӑ, тӗпрен илсен халӑх Америкӑна (АПШ, Канада, Венесуэла, Бразили), Европа Пӗрлӗхне (Аслӑ Британи, Франци, Андорра, Испани), ЮАРа тата Австралине куҫса кайса вырнаҫать.
АПШ-ра Мадейрӑран куҫса кайнӑ иммигрантсем, тӗпрен илсен, Ҫӗнӗ Англипе Вӑтам-атлантика штачӗсенче, ҫурҫӗрти Калифорнипе Гавай утравӗсенче пурӑнаҫҫӗ. 1980 ҫулхи АПШ ҫыравӗ Португалирен тухнӑ американсене миллион ытла шутланӑ, вӗсен шутӗнче мадейрӑсен пайӗ самай пысӑк.
1846 ҫулта Мадейрӑра выҫлӑх хыҫаланнӑ вӑхӑтра 6000 ытла ҫын Британи Гвианине миграциленӗ. 1891 ҫулта вӗсен тӳпи 4,3 % пулнӑ[6].
Тӗнчере темиҫе пысӑк мадейрӑсен диаспори пур, тӗслӗхрен, вӗсем Англире йышлӑ, ҫав шутра Джерсире те. Хӑшпӗр тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх пӗтӗм тӗнчене илес пулсан 750 000 яхӑн ҫын хӑйне Мадейрӑран тухни пирки калаҫҫӗ.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Апат-ҫимӗҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейр ҫинчи йӑлана кӗнӗ апат ытларах чухне вырӑнти ҫимӗҫсенчен тӑрать, вӗсен хушшинче чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри «mel de cana» шутланать, тӳрреммӗн куҫарсан вӑл «сахӑр тростникакӗн пылӗ» ятлӑ, е тепӗр май — хура патока. Мадейрӑн йӑлана кӗнӗ тортне «Bolo de melo» («пыллӑ торт») теҫҫӗ, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ӑна нихӑҫан та ҫӗҫӗпе касмаҫҫӗ, алӑпа хуҫса ҫиеҫҫӗ.
Мадейра апат-ҫимӗҫне пӗтӗм тӗнчере рекламӑлас тӗллевпе кашни чӳк уйӑхӗнче Мадейра гурманӗсен фестивалӗ иртет. Фестиваль пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсене пуҫтарать, вӗсем хӑйсен ноу-хаупа вырӑнти ҫамрӑк поварсене Мадейрӑри йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫӗнчен рецептсем хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ, ҫав шутра мадерӑран, пулӑран тата ытти ҫимӗҫрен пӗҫермелли мелсем шутласа кӑлараҫҫӗ.
Мадейрӑра ӑшаланӑ бананлӑ эшпада анлӑ сарӑлнӑ. Мадерӑсем ҫавӑн пекех вырӑнти шашлӑк евӗрлӗ апата — эшпетадӑна — питӗ кӑмӑллаҫҫӗ. Утравӗпех лавр катисенче гриль-каминсем вырнаҫтарнӑ, халӑх вӗсенче вырӑнти ӗне какайне ӑшалать, ҫакна лавр турачӗсем ҫине тирсе тӑваҫҫӗ.
Мадейра архипелагӗн фестивалӗсенче йӑлана кӗнӗ йӗркепе laranja cocktail (ларанж котейлӗ) — «Ларанжада» алкогольсӗр напитокӑн эрехпе е сӑрапа хутӑшӗ — тӑваҫҫӗ.
Спорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейрӑра спортӑн чылай тӗсне кӑмӑллаҫҫӗ, спорт ҫурт-йӗрӗсем утравӑн кашни кӗтесӗнче чылай вырнаҫнӑ.
Футбол
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мадейрӑра Португали Чемпионачӗн аслӑ лигине хутшӑнакан икӗ футбол клубӗ вырнаҫнӑ, ку вӑл «Маритиму» тата «Насьонал». Унччен виҫӗ клуб вылянӑ, анчах 1995 ҫулта «Униан Мадейра» иккӗмӗш лигӑна тухса ӳкнӗ хыҫҫӑн аслӑ лигӑна таврӑнайман.
Португали сборнӑйӗн вылявҫи Криштиана Роналду Мадейрӑра ҫуралнӑ, «Спортинг»-а куҫиччен вӑл «Насьонал»-та вылянӑ.
«Маритиму» Мадейрӑн чи чаплӑ клуб шутланать, вӑл УЕФА кубокӗн темиҫе сезонне хутшӑннӑ, «Ювентус», «Лидс Юнайтед» тата «Рейнджерс» клубсемпе вылянӑ чухне хӑйне аван кӑтартма пултарнӑ. 2009–2010 сезона 5 вырӑнта вӗҫлесе «Маритиму» Европа Лигин тепӗр сезонне лекме квалификациленнӗ.
«Маритиму» клубра ҫакӑн пек футболистсем ӳснӗ: Данни, Пепе, Тонел, Жорже Кошта, Нуну Валенте.
2003—2004 сезонра, ҫавӑн пекех 2008—2009 сезонра «Насьонал» хӑйӗн чи лайӑх кӑтартӑвне кӑтартса аслӑ лигӑра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 2009/10 сезонра клуб Европа Лигин пӗрремӗш розыгрышӗн 4 квалификаци раундинче Питӗрти «Зенит»-па тӗл пулнӑ, яваплӑ матчра тӗлпулӑвӑн юлашки минучӗсенче гол ҫапса кӗртсе пӗтӗмӗшле 5: 4 шутпа выляса илнӗ.
Ҫавӑн пекех Мадейрӑра тата тепӗр икӗ клуб пур, вӗсенчен пӗри виҫҫӗмӗш дивизионра, тепри — иккӗмӗшӗнче вылять.
Ытти спорт тӗсӗсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Мадейра» баскетбол клубӗ темиҫе титул ҫӗнсе илнӗ, ку тӗлӗшпе уйрӑмах хӗрарӑмсен команди палӑрнӑ. Клуб Европӑри турнирсене час-часах хутшӑнать, сӑмахран, ФИБА йыхравӗн кубокне.
2001 ҫулта Мадейрӑра пӗтӗм тӗнчен сёрфинг чемпионачӗ иртнӗ. Сёрфингпа вӑтӑ ирттермелли паха вырӑнсем Паул-ду-Мар тата Жардин-ду-Мар шутланаҫҫӗ.
«Мадейра» гандбол клубӗ утравра пӗртен-пӗрре кӑна, апла пулин те вӑл ҫӗршыври чи вӑйлисен шутне кӗрет.
Утравра вӑхӑта ирттермелли спорт тӗсӗсенчен чи анлӑ сарӑлнӑ тӗсӗ — ҫуран туризм. Утрав ҫинче 1000 ҫухрӑма яхӑн ҫуран ҫӳремелли ҫулсем хывнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ левадӑсен хӗррипе иртеҫҫӗ.
Почта маркисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Португали 1868 ҫултанпа темиҫе тапхӑр хушши Мадейра валли ятарлӑ почта маркисем кӑларнӑ.
Паллӑ вырӑнӗсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Куррал-даш-Фрейраш: Утравӑн чи тарӑн айлӑмӗнче тахҫанах сӳннӗ вулкан кратерӗнче вырнаҫнӑ ҫак ялта XVI ӗмӗрти Сӑваплӑ Клара мӑнастирӗ упранса юлнӑ, ӗлӗк-авал монахиньӑсем кунта час-часах пиратсем тапӑннӑ вӑхӑтра пытанса пурӑннӑ.
- Сантана: улӑмпа витнӗ виҫкӗтеслӗ ҫуртсемлӗ питӗ илемлӗ посёлок.
- Пику Руйву: Мадейрӑн чи ҫӳллӗ вырӑнӗ (тинӗс шайӗнчен 1861 м ҫӳллӗшӗнче), кунтан тӗлӗнтермӗш тавралӑха сӑнама май пур.
- Монте: Фуншалӑн хулаҫумӗ, авалхи керменсемпе илемлӗ сачӗсене пула ӑна час-часах Португалин материкри пайӗнче вырнаҫнӑ Синтра хулипе танлаштараҫҫӗ.
- Мадейрӑн ҫутҫанталӑк заповедникӗ: 1982 ҫулта Мадейра архипелагӗнчи ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварас тӗллевпе Мадейрӑн Ҫутҫанталӑк Заповедникне туса хунӑ, вӑл тӗнче эткерлӗхӗн пайӗ шутланать. Кунта чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен урӑх ниҫта та тӗл пулман тӗсӗсем, ҫав шутра ҫухалас хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнисем те, тӗл пулаҫҫӗ. Мадейра территорине те биогенетика заповедникӗсен йышне кӗртнӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ https://www.ine.pt/xportal/xmain?xpid=INE&xpgid=ine_indicadores&contecto=pi&indOcorrCod=0011166&selTab=tab0
- ^ Фуршалти ҫанталӑк ҫинчен
- ^ Fernández-Armesto, Felipe (2004). “Machim (supp. fl. 14th cent.)”. Oxford Dictionary of National Biography. Oxford: Oxford University Press. DOI:10.1093/ref:odnb/17535.
- ^ Godinho, V. M. Os Descobrimentos e a Economia Mundial, Arcádia, 1965, Тома 1 и 2, Lisboa
- ^ Christian Slaves, Muslim Masters: White Slavery in the Mediterranean, the Barbary Coast and Italy, 1500—1800
- ^ Португальская эмиграция с Мадейры в Британскую Гвиану.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Поспелов Е. М. Географические названия мира. Топонимический словарь / отв. ред. Р. А. Агеева. — 2-е изд., стереотип. — М.: Русские словари, Астрель, АСТ, 2002. — 512 с. — 3000 экз. — ISBN 5-17-001389-2.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мадейра правительствӑн сайчӗ.
- Мадейрӑри туризм ҫинчен каласа паракан официаллӑ сайт.
- Мадейра тӑрӑх кӑтартса ҫурени.
- Викисклад: Атлас: Мадейра
- Шаблон:Викигид
- Мадейра DMOZ-ра
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Мадейра статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |