Контент патне куҫ

П

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пп, — кириллица çинче никĕсленекен алфавитсенчи, чăваш алфавитĕнчи вун тăххăрмĕш саспалли. Унăн ячĕ — «пă». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кивĕ чăваш çырулăх палăкĕсенче те тĕл пулать. Çĕнĕ чăваш çырулăхне 1871 çулта И.Я.Яковлев кĕртнĕ.

Пп сас палли чăваш сăмахĕсен пур позицийĕсенче те тĕл пулать: пур, тупта, айăп. И, е, ĕ, ӳ саспаллисем çумĕнчи п саспалли çемçе п' сасса пĕлтерет: пирĕн, ӳпре, пилеш.