Фарисейсем
Йутĕй халăхĕн кун-çулĕ |
Йутей халăхĕн хронологийĕ |
Çĕнĕ вăхăт (XVI—XVIII ĕмĕрсем)
|
Çĕнĕрен çĕнĕ вăхăт (XIX—XX ĕмĕрсем)
|
Хальхи кун-çулĕ
(1945 çулĕ nbsp;хыççăн ) |
Категорисем: |
Йутей халăхĕн кун-çулĕ |
- Ĕçме пирки пăхăр Фарисей (ĕçме)
Фарисе́йсем (ивр. פְּרוּשִׁים, перушим, прушим) — Иудейри Иккĕмĕш Храм эпохинчи тĕн-пĕрлĕх юхăмĕ, Маккавейсем мăнаçлăха тухнă эпохăри (п. эрч. II ĕмĕр) ĕлĕххи еврей философи шкулĕсенчен пĕрри, çапах та фарисей вĕренĕвĕ Ездра вăхăтĕнче пуçланса кайнă теме те пулать.
Фарисейсен вĕренĕвĕ Галахăпа хальхи ортодокс иудаизмĕн никĕсне хунă.
«Панарионри» 80 христиан ереçĕн ят-йышĕнче (378 çул тĕлн.) фарисейсем 16-мĕш вырăнта тата çиччĕ йутей ереç, христианлăх шучĕпе, секти хушшинче виççĕмĕш вырăнта.
Ячĕ пирки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Фарисейсем» термин пирĕн эрăччен II ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тĕпленнĕ. «Фарисейсем» сăмах ивр. פרש тымарĕнчен тухнă, унăн пĕлтерĕшĕ: «уйрăлмалла» тата «уйралнисем».[1] Чи малтанах «фарисей» сăмах кӳренӳ ĕлкиллĕ пулнă («тухса кайнисем», «еретиксем»), çапла вĕсене тăшманĕсем — саддукейсем витленĕ — анчах та каярах çак тĕксĕмрен тасалнă.[2][3]
Çăлкуçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Библейская энциклопедия архимандрита Никифора. — М.: 1891—1892.
- ^ Фарисейсем // «Кругосвет энциклопедийĕ».
- ^ Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Фарисеи»