Контент патне куҫ

Туран

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ытти пĕлтерĕшĕсене Туран (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Туран - Иранран çурçĕр тата çурçĕр-тухăç енче вырнаçнă территоринче выльăх ĕрчетсе пурăннă тухăç-иран халăхĕсен пехлеви литературинче çĕрĕн пĕрлехи ячĕ. Турансем йышне перссем саксене, кушансене, пархисене, эфталитсене тата урăххисене кĕртнĕ.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Туран тесе Иранăн çурçĕрпе çурçĕр--тухăç пайĕсене каланă. Турансем тесе перссем саксене, кушансене, пархисене, эфталитсене тата урăххисене палăртнă. Термин анлăн çак халăхсем куçса çӳренĕ пур Вăтам Азие пĕлтернĕ.

Халĕ çак терминпа (турансем) хăйсене тĕрĕк националисчĕсем палăртаççĕ, тĕрĕссипе таджиксем — турансен чăн нĕселĕсем пулаççĕ[1]. Ăслăх енчен термин тĕрĕксемпе патне пымасть те.

  • Абулькасим Фирдоуси, поэма "Шахнаме"("Книга о шахах" (Ирана))

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Туранцы не тюрки // Экономическая газета. -- М. 2002. №40, с. 3