Йӳçĕтнĕ купăста
Йӳçĕтнĕ купăста | |
халăх кухнисене кĕрет | |
---|---|
украинская кухня[d] русская кухня[d] немецкая кухня[d] польская кухня[d] чешская кухня[d] и болгарская кухня[d] | |
Компонентсем | |
Кирлисем | купăста, кишĕр, тăвар |
Май пуррисем | Клюква, кăшман, укроп, тмин, сухан |
Пĕрпек çимесем | |
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке | |
Медиафайлы на Викиампар |
Йӳçĕтнĕ ку́пăста — процесс вăхăтĕнче сĕт йӳçекĕ пултарса, купăстаран тунă çиме (çимĕç). Асăннă сĕт йÿçекне вара, купăстара яланах пур сахăртан, сĕт йӳçекне тăвакан бактерисем майлаштараççĕ. Европăри нумай патшалăхра, çав шутра Раççей, тата Азире (Корея, Китай тата ур.) çĕршывра халăх продукчĕ шутланать. Йӳçĕтнĕ купăстана салата, гарнира хураççĕ.
Хатĕрлени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Йӳçĕтнĕ купăста тĕрлĕрен пулать:
- вĕттĕн турани
- шултра турани
- купăста пуçĕпе вĕттĕн турани е шултра турани,
- тураман купăста пуçĕ.
Кашни тĕсне уйрăм рецептурăпа хатĕрлеççĕ[1].
Вĕттĕн е шултра тураса йӳçĕтнĕ купăстана тăвар ярса кăштах тӳсе тăваççĕ. Пĕчĕк пичкене е кастрюле хураççĕ, таса пусмапа хуплаççĕ те çиелтен йывăрпа çиеле шĕвекĕ тухмалла пусаççĕ. Темиçе кунтан (температура тĕрлĕрен пулнипе — 2—7 кун) йӳçсе çитсен купăстана йӳçсех каясран сивĕ çĕре куçарса лартаççĕ.
Чĕрĕ купăста çийĕнчи яланах пур Сĕте йӳçтерекен бактерисем, купăста шĕвекĕнчи пылак кăрчаминчен сĕт йӳçекне тăваççĕ, çав вара купăстана кăмăскаланасран упрать.
Рецептура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Купăстана (тăварличчен) йӳçĕ çырласене (клюква, сăмахран) тата вĕттĕн каснă пахча-симĕçе тата улма-çимĕçе (панулми, кишĕр, кăшман, хутаçлă пăрăçа т. ыт. те) яма пултараççĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Джафаров А.Ф. и др. Товароведение овощей и плодов. Учебник для товаровед. фак. вузов. — М.:: Экономика, 1965.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Похлёбкин В. В. Капуста // Кулинарный словарь. — М.: Издательство «Э», 2015. — 4000 экз. — ISBN 978-5-699-75127-3
- Квашеные овощи // Книга о вкусной и здоровой пище / Ред. О.П. Молчанова, Д.И. Лобанов, М.О. Лифшиц, Н.П. Цыпленков. — М.: Пищепромиздат, 1952.
- Ковалёв В.М., Могильный Н.П. Капуста // Русская кухня: традиции и обычаи. — М.: Советская Россия, 1990.
- Ковалёв Н.И. Блюда русского стола. — СПб.: Лениздат, 1995.
- Квашение капусты // Краткая энциклопедия домашнего хозяйства. Том 1. — М.: Большая советская энциклопедия, 1959.
- Капуста квашеная // Товарный словарь / И. А. Пугачёв (тĕп редактор). — М.: Государственное издательство торговой литературы, 1957. — Т. III.
- Квашеная капуста // Технология консервирования плодов, овощей, мяса и рыбы / Под ред. Б. Л. Флауменбаума. — 2-е. — М.: «Колос», 1993. — (Учебники и учеб. пособия для студентов высших учебных заведений). — 6700 экз. — ISBN 5-10-001708-2